Моргаушский муниципальный округ

Кун-çул

 

1934 çулхи мартăн 26-мĕшĕ.

Центросоюзăн Пĕтĕм Союзри çăкăрпа суту-илÿ тăвакан кантурĕ çумĕнчи конкурс комиссийĕ Чăваш Республикинче тырă-пулă хатĕрлемелли плана уйрăмах ăнăçлă пурнăçланă 7 сельпона чи лайăх сельпосем тесе преми панă. Вĕсен шутĕнче  Муркаш, Ярославка, Чуманкасси сельповĕсем (Тутаркасси районĕ). Халĕ вăл сельпосенчи ытларах ялсем Муркаш райповĕ пăхса тăракан территорие кĕреççĕ.

1944 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕ.

1944 çулăн пĕрремĕш кварталти потребительсен кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинчи Пĕтĕм Союзри ăмăртăвĕнче Чăваш Республикинчи виçĕ ял магазинĕ класлă вырăнсене йышăннă: иккĕшĕ - иккĕмĕш, тепри виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Çавăн пек пысăк ăмăртура иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнисенчен пĕри Муркаш районĕнчи (район çав çулхи февральте йĕркеленнĕ) Тивĕшри сельпо пулнă.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 июля 2004
00:00
Поделиться