Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Александра Иванова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Давыдова с Днем последнего звонка

 Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те  «Юлашки шăнкăрав» кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурĕ 11 класран вĕренсе тухакан 106 ачашăн юлашки хут янăрать шкул шăнкăравĕ. Çавăн пекех тата тепĕр 318 ача 9 класс пĕтерет.

Умра вара вĕсен –ответлă тапхăр. Экзаменсене ăнăçлă тытса, чуна килĕшнĕ професси суйласа илмелле пултăр сирĕн.

Çакна яланах асра тытăр: сире тăван Муркаш тăрăхĕнче яланах кĕтеççĕ. Пирĕн Муркаш Ен, Чăваш Республики, тăван çĕршывăмăр епле аталанса пырасси малашне сирĕнтен килет. Утас çулăр уçăлсах пытăр сирĕн, ĕмĕтленни çитсе пытăр.

Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене вара  ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани панăшăн, вĕсене юратнăшăн, кашнин пултарулăхне курса, малалла аталантарса пынăшăн тав тăватпăр. Ачăрсем малалла та сире çитĕнÿсемпе савăнтарсах тăччăр.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул  сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.В. Иванов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.П.Давыдов.