Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем России

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем России

Муркаш Енĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацине йышăннăранпа 35 çул çитрĕ. РФ Президенчĕн 1994 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн çак куна патшалăх кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Çак хушăра пирĕн пурнăç тĕпренех çĕнелсе улшăнчĕ. Йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Пурте пĕр тĕллевлĕн  ĕçленипе вĕсене çĕнтерсе, умма лартнă задачăсене пĕрин хыççăн теприне пурнăçласа пыратпăр. Пирĕн халăх чунĕпе çирĕппине, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнине истори страницисем те çирĕплетсе параççĕ. Эпир  аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе, тăван Муркаш Ен вăйлăрах та çирĕпрех пултăр тесе   хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.

Малалла та пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасчĕ, тăван Муркаш тăрăхĕн аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлесчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



11 июня 2025
15:14
Поделиться