Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем последнего звонка
Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!
Сире пурне те «Юлашки шăнкăрав» кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Пурĕ 11 класран вĕренсе тухакан 130 ачашăн юлашки хут янăрать шкул шăнкăравĕ. Çавăн пекех тата тепĕр 315 ача 9 класс пĕтерет.
Умра вара вĕсен –ответлă тапхăр. Экзаменсене ăнăçлă тытса, чуна килĕшнĕ професси суйласа илмелле пултăр сирĕн.
Çакна яланах асра тытăр: сире тăван Муркаш тăрăхĕнче яланах кĕтеççĕ. Пирĕн Муркаш Ен, Чăваш Республики, тăван çĕршывăмăр епле аталанса пырасси малашне сирĕнтен килет. Утас çулăр уçăлсах пытăр сирĕн, ĕмĕтленни çитсе пытăр.
Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене вара ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани панăшăн, вĕсене юратнăшăн, кашнин пултарулăхне курса, малалла аталантарса пынăшăн тав тăватпăр. Ачăрсем малалла та сире çитĕнÿсемпе савăнтарсах тăччăр.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.