Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Ивановас Международным Днем семьи
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Çемьерен, кил ăшшинчен хакли нимĕн те çук. Килте пĕр-пĕрне юратсан, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан, пурнăç та илемлĕ, чунра та лăпкă, ĕç те ăнать. Туслă çемьере ачасем те телейлĕ ÿсеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ыррине вĕренсе, ĕçе хăнăхса, яваплăха туйса ÿсеççĕ.
Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем çулсеренех хушăнсах пыраççĕ.
Анчах та çемьери телей вара пирĕнтен хамăртанах килнине пирĕн яланах асра тытмалла. Çемье телейĕ ан тартăр тесен, пĕр-пĕрне каçарма та пĕлмелле. Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлрах.
Уйрăммăнах урăх çемьесенчи ачасене ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене тав тăвас килет. Тавах сире иксĕлми чун-чĕре ăшшишĕн.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Тăван кил ăшши сире пурнăçра вăй парса пытăр. Ачăрсем вара савăнтарса кăна тăччăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Ивановĕ.