Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожарной охраны

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожарной охраны

 

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 

Сире пурне те професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Эсир уйрăм çыннăн, патшалăх пуянлăхĕ вут-кăварта ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Пушартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене те сахал мар тăватăр. Инкек сиксе тухсан вара çулăмпа кĕрешетĕр, çынсен пурнăçне, пурлăха çăлатăр. Тавах сире çакăншăн.

Эсир малашне те пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса, професси тĕлĕшĕнчи пултарулăха ÿстерсех пырасса  шанса тăратпăр.

Сире пурне те  çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, пурнăçра телей сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 

 



30 апреля 2025
08:58
Поделиться