Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем чувашского языка
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Чуваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкренех пĕр-пĕринпе чăвашла калаçса ÿснĕ. Атте-анне те пире, тăван халăхăн ырă йăли –йĕркине тĕпе хурса, чăвашла калаçса,чăвашлах воспитани панă: ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, ырă ĕçсем тума вĕрентнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпир, чăвашсем, ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă, çирĕп шухăш-кăмăллă тата эпир. Йывăрлăха та парăнмастпăр, мĕн палăртнине пурпĕрех пурнăçлатпăр. Хамăрăн та ачасене çавăн пекех тĕрĕс воспитани парса ÿстересчĕ, тăван чĕлхене юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма вĕрентесчĕ.
Чăваш чĕлхи паян патшалăх чĕлхи пулса тăрать. Чăвашсене халь республика тулашĕнче кăна мар, ытти çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Чăваш ятне çÿле çĕклекен маттур ывăл-хĕрсем хамăр районтан та сахал мар тухнă. Яланах çапла маттур пулар, ытти халăхсемпе килĕштерсе пурăнар, Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн халалĕсене асра тытса, малалла та пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшса, пĕр тĕллевпе хамăр малашлăхшăн, тăван Муркаш Ен аталанăвĕшĕн пĕрлех тăрăшар.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.