Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем местного самоуправления
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата муниципалитет службин ветеранĕсем!
Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем!
Сире пурне те Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Тăван Муркаш Ен социаллă пурнăçĕпе унăн экономика аталанавĕшĕн, ял çыннисен пурнăç условийĕсем лайăхланса пырассишĕн вырăнти влаç яваплă пулса тăрать. Ялта пурăнакансем сирĕн пата хăйсене хумхантаракан тем тĕрлĕ ыйтупа та килеççĕ. Кашни çынпа эсир тимлĕ пулма, кашни ыйтăва май килнĕ таран вăхăтра татса пама тăрăшатăр. Çак ĕçре сире ял старостисем, пуçаруллă çынсем пулăшса пыраççĕ.
Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн, тăван ял, Тăван Муркаш тăрăхĕ кунран кун вăй илсе, илемленсе пытăр тесе тăрăшнăшăн, çак ĕçе ял çыннисене хăйсене те явăçтарнăшăн. Юлашки çулсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе кăна ялсенче сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Малалла та тăван ен аталанăвĕшĕн, вăл çулсерен çирĕпленсех пытăр тесе пĕрлех тăрăшасчĕ, хамăртан килнине йăлтах тăвасчĕ.
Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов