Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работника культуры
Хисеплĕ культура ĕçченĕсем! Çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Эсир тăван халăх культурине, унăн ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварса, малалла аталантарас тесе тăрăшатăр. Округра иртекен кашни мероприятиех илем кÿретĕр. Художество пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтараççĕ. Эсир ял çыннисем пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ ирттерччĕр тесе те чунтан тăрăшатăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тĕрлĕ енлĕ пултарулăхшăн.
2025 çул Раççейре Çĕршыва хÿтĕлекенсен, Чăваш Республикинче Аслă Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ шутланать. Çитĕнекен ăрăва хамăрăн çĕршывăн мухтавлă историйĕпе пуян культурине чун-чĕрепе туйма, вĕсене çĕршыва юратма вĕрентессипе те умра сахал мар ĕç сирĕн.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.