Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Защитника Отечества
Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, «вăрçă ачисем», мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, паян Раççей Федерацийĕ ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш!
Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Çĕршыва хÿтĕлесси - кашни çыннăн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунă ветерансемпе тыл ĕçченĕсен, «вăрçă ачисен» умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Пире вĕсем телейлĕ мирлĕ пурнăç парнелерĕç, вăрçăпа юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратас тесе ырми-канми вăй хучĕç.
Паян та Тăван çĕршывăмăр шанчăклă алăра, Çакна çар конфликчĕсене хутшăннисен, çавăн пекех паян Раççей Федерацийĕ ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Афган вăрçинче те, ытти «вĕри точкăсенче» те пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Паян та Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ маттур яшсемпе арçынсем тăван çĕршыва, çĕр çинчи мире хÿтĕлеççĕ. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсем чĕререн тухакан тав сăмахĕсене тивĕç.
Тылра та паян кам мĕнпе пулăшма пултарать, çавăн пек пулăшать фронта. Тавах сире пурне те çакăншăн.
Тăван çĕршыв кашни çыншăн тăван килтен, тăван ялтан пуçланать. Çĕршыв тĕреклĕ пуласси вара кашни хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăван округ аталанăвĕшĕн ответлăха туйса вăй хунинчен килет. Вара Муркаш Ен те, республика та, çĕршывăмăр та çирĕп те вăйлă пулĕ. Малалла та пурте пĕр шухăшлă пулса ĕçлер, умри задачăсене пĕрле пурнăçлар.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр. Çĕр çинче вара яланах мир пултăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.