Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем рождения Моргаушского района

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем рождения Моргаушского района

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те Тăван районăмăр 81 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Муркаш районĕ мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Çакă унăн маттур та пултаруллă ĕçченĕсем тăрăшнипе, вĕсем мал ĕмĕтлĕ пулнипе, кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене чун-чĕре хушнипе пурнăçланипе пулса пырать.

Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв кунран кун пуянлантăр, вăйлантăр тесе тăрăшать. Пĕрле, пĕр шухăшлă пулса ĕçленĕрен ĕнтĕ иртнĕ çул нумай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Кашни отрасль йĕркеллĕ аталанчĕ. Çулсене, социаллă, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсарăмăр.

Кăçал Раççейре çĕршыва хÿтĕлекенсен çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Çĕнтерÿпе патриотизм çулĕ шутланать. Малашне те Муркаш округĕ аталану çулĕпе кайтăр тесе хамăртан килнине йăлт тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тăван ене, Чăваш Республикине, тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Ивановĕ



10 февраля 2025
09:43
Поделиться