Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством Христова

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством Христова

 

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  чун-чĕререн саламлатпăр.

Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Сисĕнмесĕрех тепĕр çул иртсе    кайрĕ. Пирĕн çĕршывшăн çăмăлах мар лару-тăрура иртрĕ вăл. Унăн маттур ывăлĕсем мирлĕ пуласлăхшăн нацизмпа кĕрешнĕ вăхăтра тылра хĕрÿ ĕç пычĕ. Кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăван Муркаш Ене, Чăваш Республикине, çĕршыва тĕреклетес тесе çине тăрса тăрăшрĕ. Çав хушарăх кам мĕнпе пултарнă таран фронта пулăшрĕ. Тавах сире çакăншăн пурне те.

Пурте пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулнипе ĕнтĕ пирĕн Муркаш тăрăхĕ 2024 çулта аталану çулĕпе малаллах кайрĕ. Промышленность продукцине туса кăларасси палăрмаллах ÿсрĕ. Ял хуçалăхĕнче те  çитĕнÿсем турăмăр. Çулсем тăвассипе, юсассипе те çине тăрсах ĕçлерĕмĕр. Районти пур отрасль те ăнăçлă аталанса пычĕ.

Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе те сахал мар тимлерĕмĕр.  Пĕчĕк тата вăтам бизнес  та малаллах аталанчĕ. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн   учрежденийĕсене юсассипе те черетлĕ утăмсем турăмăр. Округра çĕнĕ объектсем çĕкленсе ларчĕç.

2024 çулта Муркаш тăрăхĕ умма лартнă  тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ. Раççей, республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕрен конкурссенче  те малти вырăнсене тухма пултартăмăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур çитĕнĕве эпир сирĕнпе пурте пĕрле турăмăр. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, тăван Муркаш тăрăхĕ, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Çĕре çити таймапуç ятарлă çар операцийĕнчи Муркаш Енĕн  маттур ывăлĕсене. Сире пурне те çĕнтерÿпе таврăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Çитес çул та хамăр пуласлăхшăн пурте пĕрлех тăрăшасчĕ. Малалла та пĕр тĕллевпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ. Пурнăçра тĕрĕс утăмсем тăвасчĕ малашне те. 

Сире пурне те  çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юрату, телей сунатпăр. Çĕнĕ çулта та мĕн палăртни пурнăçлантăр, ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччĕр. Инкек-синкек сирĕн çывăха та ан пытăр. Çĕнĕ çул пуришĕн те телейлĕ пултăр!

 

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



28 декабря 2024
15:39
Поделиться