Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожилых

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожилых

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 

 Сире пурне те çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕ. Паян та эсир обществăлла ĕçре хастар. Хамăр тăрăхра  иртекен мероприятисене активлă хутшăнатăр.  Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре  хастар пулнăшăн.

Эпир  вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен, «вăрçă ачисен»  умĕнче пире мирлĕ  пурнăç  парнеленĕшĕн çĕре çити пуç таятпăр. Тăван Муркаш Ен малалла та аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр, вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине йăлтах тума шантаратпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Ачăрсемпе мăнукăрсем сире яланах савăнтарччăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 

 



30 сентября 2024
15:40
Поделиться
;