Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем знаний

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен  çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  кашни çыншăн чуна çывăх, кĕтнĕ уяв. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем  ĕмĕрлĕх асра юлаççĕ. Кăçал вара  Муркаш тăрăхĕнче пурĕ 2958 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 226-шĕ вара  шкул  алăкне пĕрремĕш хут уçать.131 вĕренекене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ татăклă йышăнусем тума, професси суйласа илме хистĕ.

  Эсир вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр   тесе тăрăшатăр.

Хамăр округра вара ачасем анлă тавракурăмлă пулччăр, тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Вырăнти бюджетăн ытларах пайĕ шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять.

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене юратнăшăн, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем ытларах пулччăр. Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                       А.В. Иванов. 



29 августа 2024
19:11
Поделиться
;