Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем строителя

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем строителя

Строительство отраслĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси уявĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç çăмăл мар, анчах та  çав тери пархатарлă. Эсир тăрăшса ĕçленĕрен пирĕн Муркаш тăрăхĕ  çулсеренех илемленсе, çирĕпленсе, вăй илсе  пырать. Эсир çĕнĕ çуртсем, çулсем тăватăр, вĕсене юсатăр. Çынсен пурнăç условийĕсем лайăхлансах пыччăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире çакăншăн.

Сире пурне те çирĕп сывлăхлă вăрăм кунçул, телей  сунатпăр. Малалла та ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Мĕн шухăшлани пурнăçа кĕрсе пытăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 

 

 



09 августа 2024
20:00
Поделиться
;