Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем физкультурника

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем физкультурника

Хисеплĕ физкультурниксем, спортсменсем, спортпа туслă çынсем, физкультура юхăмĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен  Физкультурник кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сывлăх кашни çыншăн –чи хакли. Физкультурăпа спорт вара пире сывлăхлă пулма, кăмăла çирĕплетме пулăшать. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем вара нихăçан та ал усмаççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе, умри тĕллевсем патне çирĕппĕн утаççĕ.

Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем спортпа туслă. Ачасем кăна мар, çитĕннисемпе ватăсем те юлашки çулсенче спорта кăмăллани  сисĕнет. Çакна валли пирĕн условисем  çителĕклĕ.  Юлашки çулсенче шкул спортзалĕсене  тĕплĕн юсарăмăр. Ялсенче спорт площадкисем те хушăнсах пыраççĕ. Ку  ĕçе  ял çыннисем хăйсем те хастар хутшăнаççĕ.

Хамăр ентешсем республикăри, Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăннипе, вĕсенче малти вырăнсене йышăннипе  эпир мухтанатпăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Малалла та ĕçĕрсем ăнса пыччăр.Спортпа туслисен йышĕ хушăнсах пытăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов



09 августа 2024
19:49
Поделиться
;