Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работников торговли

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работников торговли

Хаклă суту-илÿ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире  хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретĕр, вĕсене тĕрлĕрен пулăшусем паратăр. Çулсеренех магазинсенче таварсен  ассортименчĕ хушăнса пыни те, вырăнта продукцисем кăларса сутни те  эсир хăвăр ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлани çинчен калать.Эсир тăрăшса ĕçленипе ĕнтĕ кăçалхи çур çулта ваккăн сутмалли таварçаврăнăш планне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 12 процента яхăн ытларах пурнăçларăмăр.

Суту-илÿ предприятийĕсене тĕплĕн юсани, унта çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарни те халăх кăмăлне çĕклет.  Тавах сире хамăр округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çирĕплетме пулăшнăшăн. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн, хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.

Пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр. Çемйĕрсенче килĕшÿпе юрату, тулăх пурнăç пултăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                            А.В. Иванов. 

 

 



27 июля 2024
10:51
Поделиться
;