Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем семьи, любви и верности
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.
Çемье, тăван кил ăшши кашни çыншăн çав тери хаклă. Мăшăрсем пĕр-пĕрне юратсан, пĕр-пĕрне шансан, çемье телейлĕ пулать. Кун пек чухне вара ĕç те ăнать, ĕç хыççăн чун килех туртать. Телейлĕ çемьери ачасем те телейлĕ.
Пурнăçра йăнăшасси те пулать. Пĕр-пĕрне каçарма та пĕлмелле пирĕн. Пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнтерме те çăмăлтарах. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек пурин те ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, ăнласа пурăнасчĕ.
Пирĕн хушăра урăх çемьесенчи ачасемшĕн тăван ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă мăшăрсем те сахал мар. Вĕсене уйрăмах тав сăмахĕсене калас килет.
Çамрăк çемьесен вара пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕр юратса пурăнакан мăшăрсем пек юратăва, çемье ăшшине упрамалла пултăр.
Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.