Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем потребительской кооперациии

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем потребительской кооперациии

Хисеплĕ кооператорсем, пайщиксем тата çак отрасль  ветеранĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен професси уявĕпе –Потребкоопераци кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир кунсерен халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе  тимлетĕр. Эсир паракан пулăшусен шучĕ те, пахалăхĕ те, суту-илÿ культурин шайĕ те  çулсеренех ÿссех пырать. Ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретĕр. Обществăлла апатлану предприятийĕсене те халăх йышлă çÿрет. Çавăн пекех эсир халăхран килти хушма хуçалăхра туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене пуçтаратăр. Çапла майпа округра пурăнакансене хушма укçа ĕçлесе илме пулăшатăр.

Эсир туса кăларакан çăкăр-булка изделийĕене те, ай-какай продукцине та ял çыннисем кăмăлласах туянаççĕ.

Нимле йывăрлăха пăхмасăр, çулсеренех суту-илÿ тата обществăалла апатлану предпиятийĕсене юсатăр, çĕнĕ объектсем те хута яратăр.Çапла майпа  Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса паратăр, ялсен сăн-сăпатне те илем кÿретĕр.

Ĕçлесен ĕç ăннине эсир хăвăр тĕслĕхпе çирĕплетсе паратăр. Çулсеренех Чăвашпотребсоюз системинче кăна мар, Центросоюзра та малти вырăнсене йышăнатăр. Çакă эсир хăвăр ĕçе пĕлсе тунине çирĕплетсе парать.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр. Мĕн шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр.

Пурне те сире çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                        А.В. Иванов



04 июля 2024
15:08
Поделиться
;