Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем ГИБДД МВД РФ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем ГИБДД МВД РФ

Хисеплĕ патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх  инспекцийĕн ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр. Çулла-и е хĕлле, асар-писер тăман çавăрттарать-и  е çумăр лÿшкет, уяв-и е канмалли кун- эсир яланах ĕçре. Çынсем çул çинче инкеке ан лекчĕр, кирек епле çанталăкра та транспорт йĕркеллĕ çÿретĕр тесе тăрăшатăр.

Транспорта регистрацилессипе, вĕсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслессипе тата мĕн чухлĕ ĕç туса ирттеретĕр. Профилактика ĕçне те пысăк тимлĕх уйăратăр. Ачасем çул çинче инкеке ан лекчĕр тесе те сахал мар тимлетĕр

Тавах сире хăвăр тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек туса пынăшăн.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малалла та ăнсах пыччăр. Умри çулăр та, пурнăç çулĕ те сирĕн тип-тикĕс пултăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов.

 

 



03 июля 2024
09:05
Поделиться
;