Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова выпускникам

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова выпускникам

Хисеплĕ вĕрентекенсем, вунпĕрмĕшсем тата ашшĕ-амăшĕсем!

Паян пирĕн округри вунпĕрмĕшсем алла аттестат илеççĕ. Пурĕ  120 яшпа хĕр тăван шкулпа,  ачалăхпа сывпуллашать. Умра вара вĕсен –аслă пурнăç çулĕ.

Кирек ăçта пулсан та, çакна яланах асра тытăр: сире тăван округра яланах кĕтеççĕ. Пирĕн тăван Муркаш Ен, Чăваш Республики, тăван çĕршывăмăр епле аталанса пырасси малашне сирĕнтен килет. Юратнă профессие алла илсе, пурнăçра хăвăр ĕмĕтленнĕ  вырăна тупмалла пултăр сирĕн. Утас çулăр уçăлсах пытăр, ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр.

Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене   ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав тăватпăр. Шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсене вара малашне те пур çĕрте те ăнăçу сунатпăр.

Пурсăрăн та  сирĕн сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм  та телейлĕ килтĕр. Çумра яланах ырă çынсем пулччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 

 

 



28 июня 2024
11:32
Поделиться
;