Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем молодежи России

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем молодежи  России

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Хаклă çамрăксем!

Сире пурне те Раççейри çамрăксен кунĕпе чун-чĕререн  саламлатпăр.

Çамрăклăх -кашни çыншăн чи илемлĕ те нихăçан манăçми вăхăт. Çамрăк чухне пурнăç çулне суйласа илетпĕр, мĕнпур ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртетпĕр. Çамрăк чухне мĕн палăртнине пурнăçлама вăй та пур, кăмăл та

. Пирĕн округра маттур та пултаруллă, пуçаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем кашни сферăрах вăй хураççĕ.  Тавах сире  хамăр округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Пирĕн Муркаш тăрăхĕн пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ – çамрăксенче. Районта çамрăксем валли ялта пурнăç условийĕсем лайăх пулччăр тесе тăрăшатпăр: çулсем, социаллă объектсем тăватпăр, юсатпăр. Çамрăксене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлама пулăшас тесе çулсеренех тĕрлĕрен программăсене хутшăнатпăр. Çамрăк çемьесене тÿлевсĕр çĕр парассипе  те ĕçлетпĕр. Пултаруллă çамрăксене хавхалантарма та майсем   тупатпăр.

Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.  Яланах чунпа çамрăк пулăр. Ĕçлес туртăм сирĕн хушăнсах пытăр. Мĕн палăртнисем малалла та пурнăçланччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ                                          А.В. Иванов.

 



27 июня 2024
14:46
Поделиться
;