Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем медицинского работника

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем медицинского работника

 

Хаклă медицина ĕçченĕсем тата çак ĕçĕ ветерансем!

 

Сире çывхарса килекен хăвăрăн професси кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Пурнăçран, сывлăхран хакли нимĕн те çук çĕр çинче. Эсир вара çынсене сыватас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетĕр. Инкеке лекнĕ çынсене вилĕмрен çăлатăр.

Уявра та, канмалли кунта та, йĕпе-сапара та канăç çук сирĕн. Кашни çын валлиех эсир ăшă сăмах  тупатăр,  кирлĕ сĕнÿсем паратăр. Вĕсене малалла хавхаланса пурăнма шанчăк, вăй-хăват хушатăр. 

 Эсир чир-чĕре вăхăтра тупса палăртассипе те, çынсем хăйсен сывлăхне упраччăр тесе те сахал мар тимлетĕр.  Тавах сире хăвăр ĕçĕре пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн.

Малашне те ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, мĕн ĕмĕтленни çитсе пытăр.Çынна ырă туни хăвăр патăра та ырăпах таврăнтăр.

Хăвăрăн та сывлăхăр çирĕп пултăр. Кунçулăр вăрăм та телейлĕ килтĕр. Çемьере юратупа килĕшÿ пултăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов.

 

 

 



14 июня 2024
16:07
Поделиться
;