Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с праздником «Акатуй»

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с праздником «Акатуй»

Хисеплĕ ентешсем! Ял ĕçченĕсем!

 Сире пурне те районти «Акатуй» уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçалхипе   вăл 69-мĕш хут иртет

Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем яланах пĕрле ĕçленĕ, уяввсенче те пĕрлех савăннă. Кăçал та çуракине  йĕркеллĕ ирттертĕмĕр.  Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем, механизаторсемпе водительсем, мĕнпур çĕр ĕçченĕ хăйсен умĕнчи тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçларĕç.Тавах сире пурне те  тăрăшуллă ĕçшĕн.

Халĕ вара  акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтермелле, выльăх апатне çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăвармалла. Ку енĕпе те сирĕн умри мĕнпур тĕллеве пурнăçламалла пултăр.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ĕçĕрсем малашне те  ăнсах пыччăр. Ĕçлес кăмăл та хушăнсах пытăр.  Çемьере яланах  юратупа килĕшÿ, тулăх пурнăç пултăр.

 Пурне те июнĕн 8-мĕшĕнче Лантăш вăрманĕн уçланкине «Акатуй» уявне чĕнетпĕр.

 Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 

 



07 июня 2024
14:26
Поделиться