Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Общероссийским днем библиотек

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Общероссийским днем библиотек

Хисеплĕ библиотекарьсем тата вулакансем!

 

Сире Пĕтĕм  Раçççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Эсир питĕ пархатарлă ĕç тăватăр. Кĕнеке çыншăн чи çывăх тус пулнине, вăл ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен аталанма, пысăк тавракурăмлă, культурăллă çын пулма вĕрентнине халăх патне илсе çитерме тăрăшатăр. Ачасемпе çитĕннисем кĕнеке енне туртăнччăр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр.

 Юлашки çулсенче районти библиотекăсем хăйсен сăн-сăпатне кăна мар, пĕлтерĕшне те  палăрмаллах улăштарчĕç. Вĕсенче ялта пурăнакансене паянхи кун ыйтакан тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.Пирĕн тăрăхри 2 моделлĕ библиотека вара ачасемпе çамрăксемшĕн  аталану центрĕ пулса тăчĕ.

Хисеплĕ библиотекарьсем! Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса, сирĕн пултарулăх шайĕ ÿссех пырасса, библиотекăсемпе вулакансен хушшинчи çыхăну çирĕпленессе шансах тăратпăр  Пурсăра та çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 

 



27 мая 2024
08:14
Поделиться
;