Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем последнего звонка

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем последнего звонка

 Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те  «Юлашки шăнкăрав» кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Кăçал пирĕн тăрăхран 11 класра вĕренекен 121 ачашăн юлашки хут янăрать шкул шăнкăравĕ. Çавăн пекех тата тепĕр 301 ача 9 класс пĕтерет.

Паян вунпĕрмĕшсем ачалăхпа сывпуллашаççĕ. Умра вара вĕсен –яваплă тапхăр: экзаменсене ăнăçлă тытса, професси суйласа илмелле. Пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илмелле пултăр сирĕн. Ăнăçу яланах пĕрле çÿретĕр.Çумра яланах ырă çынсем пулччăр.

Çакна яланах асра тытăр: сире тăван Муркаш тăрăхĕнче яланах кĕтеççĕ. Пирĕн Муркаш Ен, Чăваш Республики, тăван çĕршывăмăр епле аталанса пырасси малашне сирĕнтен килет. Утас çулăр уçăлсах пытăр сирĕн, ĕмĕтленни çитсе пытăр.

Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене уйрăммăн тав тăвас килет: ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани панăшăн, вĕсене юратнăшăн, кашнин пултарулăхне курса, малалла аталантарса пынăшăн. Ачăрсем малалла та сире çитĕнÿсемпе савăнтарсах тăччăр.

Пурин те сирĕн сывлăхăр çирĕп пултăр, кунçулăр  вăрăм  та телейлĕ килтĕр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 



24 мая 2024
09:36
Поделиться
;