Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным днем семьи

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çемье кашни çыннăн пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасем мĕнле çын пулса ÿсесси те йăлтах çемьерен килет.  Тăван килте ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхаççĕ, аслисене хисеплеме, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренеççĕ. Çемьере савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ, йывăрлăхсене те пĕрлех çĕнтереççĕ. Çемьере пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнсан, ачасем те телейлĕ туяççĕ. Çитĕнсе çитсен те вĕсем пурнăçра хăйсене çирĕп туяççĕ. 

Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачаллă çемьесене патшалăх шайĕнчен паракан çăмăллăхсем çултан çул хушăнсах пыраççĕ. Кăçал Раççейре Çемье çулталăкĕ пулнă май вĕсем татах та нумайланчĕç.  

Уйрăм тав сăмахĕсене  урăх çемьесенчи ачасене  ашшĕпе амăш юратăвне паракан çемьесене калас килет.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр. Тăван кил, çемье яланах чун туртнă вырăн пултăр. Ачăрсемпе мăнукăрсем савăнтарса çеç тăччăр. Сирĕн çемьере телей нихçан та ан сÿнтĕр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



14 мая 2024
17:47
Поделиться