Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем чувашского языка
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Чуваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Эпир мĕн пĕчĕкренех пĕр-пĕринпе чăвашла калаçса ÿснĕ. Çак çепĕç те янăравлă чĕлхепе тăван çĕршыв çинчен юрăсем шăрантарнă. Атте-анне те пире, тăван халăхăн ырă йăли –йĕркине тĕпе хурса, чăвашла калаçса,чăвашлах воспитани панă,ĕçе юратма, пĕр-пĕрне хисеплеме, ырă ĕçсем тума вĕрентнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпир, чăвашсем, ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă, шухăш-кăмăл та пирĕн çирĕп. Мĕн палăртнине пурнăçлама пултаратпăр. Хамăрăн та ачасене çавăн пекех тĕрĕс воспитани парса ÿстересчĕ, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентесчĕ.
Чăваш чĕлхи паян патшалăх чĕлхи пулса тăрать. Чăвашсене халь республика тулашĕнче кăна мар, ытти çĕршывсенче те пĕлеççĕ. Яланах çапла маттур пулар, ытти халăхсемпе килĕштерсе пурăнар, Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн халалĕсене асра тытса, малалла та пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшса, пĕрлех пĕр тĕллевпе хамăр малашлăхшăн, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшар.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçусем сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.