Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным женским днем

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Международным женским днем

 

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

 Сире çывхарса килекен çурхи чи пĕрремĕш уявпа -Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр.

Мартăн 8-мĕшĕ аннесен ырă сăнарĕпе çыхăннă. Çурхи кун пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлсе вăй илет. Эсир те, аннемĕрсем, ачăрсене пурнăç парнелетĕр, телей пиллетĕр. Вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе хăвăртан килнине пĕтĕмпех тăватăр. Тавах сире, аннемĕрсем, ăшă туйăмсемшĕн, куç хупман каçсемшĕн, телейлĕ ачалăхшăн, паян та пире хавхалантарса,  вăй парса тăнишĕн. 

Çак кун  эпир аннесемпе пĕрле  асаннесене, мăшăрсене, аппасемпе йăмăксене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Эсир пуррипе, эпир вăйлă та тĕреклĕ, телейлĕ. Пирĕн пĕтĕм пурнăç, çĕр çинче мĕнпур мĕнпур илем сирĕнпе, сирĕн ятăрпа çыхăннă.

Эсир - çемье ăшши, пирĕн телей. Çав вăхăтрах ĕçре те тăван ен аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшса вăй хуратăр. Тавах сире çакăншăн. 

Хаклă та çывăх çыннăмăрсем! Яланах  çирĕп сывлăхлă та телейлĕ пулăр.  Сăн-питĕртен йăл кулă ан кайтăр. Çемйĕрте вара яланах  ăнланупа килĕшÿ пултăр. Ачăрсем савăнтарччăр сире. Чĕрĕрте юрату çунса тăтăр. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, сирĕнпе мухтанатпăр, сире вăрăм та ырă кунçул сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                        А.В. Иванов. 



07 марта 2024
17:19
Поделиться