Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова c Днем защитника Отечества

Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем,  «вăрçă ачисем», мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, паян Раççей Федерацийĕ ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ял-йыш!

 

Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çак кун эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене тепĕр хут чĕререн тав туса,   вĕсен умĕнч çĕре çити пуç таятпăр.

Паян та çĕршывăмăр  шанчăклă алăра. Çакна  çар конфликчĕсене хутшăннисен, çавăн пекех  хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕ ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ маттур яшсемпе арçынсем тăван çĕршыва, çĕр çинчи мире хÿтĕлеççĕ. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсем чĕререн тухакан тав сăмахĕсене тивĕç.

Тылра та паян кам мĕнпе пулăшма пултарать, çавăн пек пулăшать фронта.  Тавах сире, ырă çыннăмăрсем,  пурне те çакăншăн.

Тăван çĕршыв тăван килтен, тăван ялтан, тăван Муркаш тăрăхĕнчен  пуçланать. Эппин, малалла та тăван çĕршывăмăр вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе пурте пĕр шухăшлă пулса ĕçлер, умри тĕллевсене пĕрле пурнăçлар.

Сире пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр, мĕн шухăшлани пурнăçлансах пытăр. Кунçулăр вара  вăрăм та  телейлĕ пултăр.

 

 Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 



22 февраля 2024
08:41
Поделиться