Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с 80-летием образования Моргаушского района

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 

Сире пурне те Тăван районăмăр 80 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.  Вăл мĕн йĕркеленнĕренпех республикăра ырă ятлисен шутĕнче. Çакă  Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем чуна парса ĕçленинчен, кирек епле ыйтăва та пĕрле пĕр шухăшлăн татса панинчен килет.  Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршыв тăван килтен, ача чухне хамăр  çаруран чупса çÿренĕ урамран, тăван районтан пуçланать. Çакна асра тытса, пирĕнтен кашниех вăл кунран кун пуянлантăр, вăйлантăр тесе тăрăшать. Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе вăй хунăран ĕнтĕ юлашки 5 çулта нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Кашни отрасль йĕркеллĕ аталанчĕ. Çулсене, социаллă, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсарăмăр.

2024 çул Раççейре  Çемье çулталăкĕ, пирĕн Чăваш республикинче вара Çутçанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк шутланать. Кăçал та, малашне те çемьере ачасене хамăрăн ырă тĕслĕхпе чăн-чăн çын пулма, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасчĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен тăван Ене, Чăваш Республикине, тăван çĕршывăмăра юратма вĕрентесчĕ. Районта пурăнакансем пурте, пĕр çемьери пек пулса, тăван Муркаш округне тирпейлĕрех та илĕртÿллĕрех тăвас тесе хамăртан килине йăлт тăвасчĕ, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хурасчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми вăй-хал, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.Çĕр çинче яланах мир пултăр.

 

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 



08 февраля 2024
14:53
Поделиться
;