Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем российской и чувашской печати

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем российской и чувашской печати

Пичет ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем, хаçат тусĕсемпе вулакансем!

Сире пурне те Раççей пичечĕн тата çывхарса килекен  Чăваш  пичечĕн  кунĕпе саламлатпăр.

Эсир кунсеренех Муркаш тăрăхĕнче пулса иртекен  ĕçсене вăхăтра, тата пур енлĕн çутатса пама тăрăшатăр. Кулленхи çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен хаçат страницисенче тÿрех каласа пама тăрăшатăр. Ял çыннисене хумхантаркан ыйтусене хускатнипе пĕрлех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансемпе,  ĕçри малти опытпа та паллаштаратăр.

Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн,  хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн. «Çĕнтерÿ ялавĕ» вулакансемшĕн  малалла кĕтнĕ хăна пултăр, ăна çырăнса илекенсен йышĕ те  ÿссех пытăр.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу  сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                         А.В. Иванов.

 



13 января 2024
12:50
Поделиться