Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работника прокуратуры

Прокуратурăн хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!

 Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Эсир патшалăхăн шанчăклă никĕсĕ пулса тăратăр.  Кунсеренех граждансен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлетĕр. Кашни сферăрах саккуна пăхăнса тăнине тĕрĕслетĕр, право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен органсен ĕçне те йĕркелесе пыратăр. Округра право тĕлĕшĕнчен йĕрке пултăр тесе тимлетĕр. Çавăн пекех  профилактика ĕçне та нумай туса ирттеретĕр. Граждансен право тĕлĕшĕнчи пĕлÿ шайĕ хăпарса пытăр тесе  те тăрăшатăр. Муркаш тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче сирĕн тÿпе çителĕклех. Тавах сире тăрăшуллă ĕçшĕн.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                           А.В. Иванов.

 



11 января 2024
14:57
Поделиться