Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Новым годом и Рождеством

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çĕнĕ 2024 çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе  ăшшăн саламлатпăр.

2023 çул та сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Муркаш тăрăхĕ аталану çулĕпе черетлĕ утăмсем турĕ. Ял хуçалăх культурисене  тухăçлă   туса илтĕмĕр. Çулсем юсассипе те малалла ĕçлерĕмĕр. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн   учрежденийĕсене юсас тĕлĕшпе те мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Ял çыннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Кашни отрасль  ăнăçлă аталанчĕ.

 2023 çулта Муркаш муниципаллă округ умри  тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларĕ, республикăра ырă ятлисен шутĕнчех пулчĕ.

Эпир республикăри, Раççей шайĕнчи программăсене хастар  хутшăнтăмăр. Ял çыннисем хăйсем те çак ĕçрен айккинче юлмарĕç. Пуçарулăх бюджет программипе  çулсене, шыв башнисемпе  пăрăхĕсене юсарăмăр тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса патăмăр пĕрле.

Хаклă çыннăмăрсем! Мĕнпур ĕçе эпир пурте пĕрле турăмăр. Тавах сире тăван Муркаш тăрăхĕ, республика, çĕршыв  аталанăвĕшĕн чун-чĕререн тăрăшса ĕçленĕшĕн.

Çитес çул та хамăр пуласлăхшăн, тăван Муркаш Ен аталанăвĕшĕн пурте пĕрлех пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса вăй хурасчĕ.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, юрату, телей, вăрăм кунçул  сунатпăр. Çĕнĕ çулта та ĕмĕтĕрсем  çитсе пыччăр, мĕн палăртни пурнăçлатăр. Çĕнĕ çул ыррине кăна илсе килтĕр. Çĕр çинче мир пултăр.

Муркаш мунциципаллă округ пуçлăхĕ                                   А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 



29 декабря 2023
13:59
Поделиться