Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем Матери

 

Хаклăран та хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ытарайми хĕрарăмсем!

 Сире пурне те Ача амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Кашни ачашăн аннерен хакли никам та çук. Эсир ывăлăрсемпе хĕрĕрсене пурнăç парнеленипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр  тесе хăвăртан килнине йăлт тăватăр. Вĕсене аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене, ватăсене пулăшма, ырăпа усала уйăрма вĕрентетĕр, ĕçе хăнăхтарса ÿстеретĕр.

Тавах сире пире кунçул панишĕн, ытарайми ырă кăмăлăршăн, йăнăшсемшĕн каçарнăшăн. Тавах сире пире  тĕрĕс воспитани парса, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн. Эсир пуртан эпир вăйлă та телейлĕ.. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр татайми парăмра.

Уйрăм тав сăмахĕсене урăх çемьесенчи ачасене хăйсем патне пурăнма илнĕ, вĕсемшĕн   тăван амăшĕ пулса тăнă хĕрарăмсен ячĕпе калас килет. Тавах сире çав айăпсăр чунсене телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн.  

 Пирĕн çĕршывра ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене паракан çăмăллăхсем кашни çулах хушăнса пыни шăпах  çакăн çинчен калать.

Пурне те çирĕп сывлăх,  телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Ачăрсем вара яланах савăнăç кÿччĕр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 



22 ноября 2023
15:10
Поделиться
;