Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем сотрудников органов внутренних дел

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Эсир, çĕрне-кунне пăхмасăр,  обществăлла йĕркелĕхе сыхлатăр, граждансен сывлăхĕпе пурнăçне, вĕсен Конституципе панă ирĕкĕсемпе прависене  хÿтĕлетĕр. Преступленисен йышне чакарас, вĕсене вăхăтра уçса парас тесе  тăрăшатăр. Профилактика мероприятийĕсене те сахал мар туса ирттеретĕр.

Тавах сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн. Эсир малалла та  Муркаш тăрăхĕнче  лару-тăру лăпкă пултăр тесе çине тăрса тимлессе шансах тăратпăр.  Çак ĕçре сире ăнăçу сунатпăр.

  Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                         А.В. Иванов 



10 ноября 2023
08:18
Поделиться
;