Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем народного единства

Хаклă ентешсем!

 

Сире пурне те Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

 Çак уяв пире пурне тепĕр хут  пĕрлĕхре вăй пулни çинчен аса илтерет. Пирĕн çĕршыв мĕн авалтан халăх пĕрлĕхĕпе вăйлă та  тĕреклĕ пулнă. Халăхсем пĕрле пулнипе çĕршыв умне тухса тăнă кирек епле хăрушлăхра та çĕнтернĕ.Аслă ăру çыннисене çакăншăн чунтан тав тăватпăр.

Хаклă çыннăмăрсем! Паян пирĕн уйрăмах пĕрле,пĕр шухăшлă, çирĕп пулмалла. Пирĕн салтаксем хамăр çĕршыва, çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварассишĕн фронтра çапăçнă чух пирĕн Раççей вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче çине тăрса ĕçлемелле, яланах  пĕрле пулмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Вара йăлтах йĕркеллĕ пулать.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм кунçул, телей сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр. Килте те, чунăрта та,çĕр çинче те   лăпкăлăх пултăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                                    А.Н. Матросов.

 

 Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов. 

 

 



02 ноября 2023
11:00
Поделиться