Çатракасси территори пайĕ «Пирĕн Надежда Геннадьевна»
Çапла калаççĕ ун пирки ял çыннисем. Кĕçĕнреххисем – хисеп туса, аслăрах çулсенчисем – юлашки вăхăтра хăйсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ ырă улшăнусемшĕн тав сăмахĕ каланă май. Сăмах вара Муркаш муниципалитет округĕн Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина пирки.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, кăçалтанпа территори пайĕн ертÿçинче тăваттăмĕш çул вăй хурать. «Кун пек ертÿçĕ пирĕн патра пулманах. Мĕнле кăна ĕлкĕрсе çитет, вăхăтне ăçтан тупать», – тĕлĕнеççĕ унран. Тĕлĕнмелли вара чăннипех те сахал мар. Ял çыннисен çултан çула тăсăлса пынă сахал мар ыйтăвне Надежда Никитина вырăнти пуçлăхра тăрăшнă тапхăрта татса пама май килнĕ вĕт-ха. Ан тив, пур ыйтăва татса парассинче вырăнти пуçлăхăн тÿпи кăна тесе каламăпăр, апла пулин те унăн тÿпи çук тесе те никамах та çирĕплетеймĕ.
Акă Кашмашра пĕлтĕр икĕ хутлă çĕнĕ шкул хута кайрĕ, ку ялта пурăнакансен тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. 108 ача вĕренмелли шкула «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче çĕклеме май килнĕ, çавна валли федераци бюджетĕнчен 200 млн ытла тенкĕ хывнă.
Очăкасси тăрăхĕнче пурăнакансем вара кунти клуб çуртне тĕпрен юсама май килнишĕн тав сăмахĕ калаççĕ. Клуб çуртне те пĕлтĕр юсаса хăтлăлатнăччĕ. Юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2022 – 2026 çулсем валли çирĕплетнĕ «Строительство (реконструкция) и модернизация муниципальных учреждений культуры клубного типа» хушма программа шайĕнче туса ирттернĕ. «Стройсити» ООО капиталлă юсав ĕçĕсене 7,4 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Халĕ кунта çынсене культурăллă канма пур услови те çителĕклĕ: хăтлă, ăшă, ял библиотеки те çак çуртрах вырнаçнă.
Çынсен çул, ĕçмелли шыв ыйтăвĕсене татса парассипе те юлашки çулсенче территори пайĕнчи ялсенче лайăххи пайтах. Акă 2021 çулта Чăваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалăх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программине хутшăнса Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнче шыв башнисемпе артезиан скважинисене пĕтĕмпе 12 объектра тĕпрен юсанăччĕ. Çав шутран 6 объекчĕ шăпах ĕнтĕ Çатракасси территори пайĕнче. Çапла вара шыв башнисене тĕпрен юсаса санитари требованийĕсемпе килĕшÿллĕн нормативлă шая çитерессипе ĕçсене Шупуçĕнчи Орлов урамĕнче, Ятманти Мир урамĕнче, Очăкассинчи Восточная тата Победы урамсенче, Торинкассинче тата Çĕньял Очăкассинче туса ирттерме пултарнă.
Çатракасси территори пайĕнчи ялсенче республикăн пуçарулăх бюджечĕн программи анлă çул тупнă. Кашни çулах 2 – 3 проектран кая мар пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Программăна хутшăнса çынсем урамсенчи çулсене йĕркене кĕртеççĕ, ĕçмелли шыв ыйтăвне татса параççĕ, территорисене хăтлăлатаççĕ, вырăнти инфраструктурăна аталантараççĕ. Шăпах çапла майпа иртнĕ çулсенче Кашмашри Токарев, Очăкассинчи Восточная, Шупуçĕнчи Комсомольская, Кашмашри Молодежная, Çатракассинчи Нагорная урамсенчи çулсене вак чул сарса хытарма май килнĕ.
Асăннă майпа Çатракасси территори пайĕнчи ялсенче кăçал та калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме пултарнă. Республика комиссине сĕннĕ виçĕ проекчĕ те конкурс тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Çак вăхăта вара палăртнă объектсене хута янă та ĕнтĕ.
Çапла вара пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе Çатраккасси ялĕнчи Заовражная урам çулне Седойкино урам çулĕпе вак чул сарса сыпăнтарнă, çиелтен асфальт ванчăкĕ сарса тикĕслесе çирĕплетнĕ. Александр Данилов уйрăм предпринимателĕн строителĕсем юсав ĕçĕсене 2 млн та 700 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ.
Кашмашсене тата Хуракасси выççăлккинче пурăнакансене тахçантанпах канăç паман пысăк ыйтăва та кăçал пуçарулăх бюджечĕн мелĕпех, апла пулсан ял çыннисем хăйсем те тÿрремĕнех хутшăннипе татса парас тенĕ. Сăмах шыв ыйтăвĕ пирки. Совет саманинче чавса хунă тимĕр пăрăхсем тахçанах çĕрĕшсе шăтса пĕтнĕ ĕнтĕ. Вĕçĕмех юсама, саплама тивнĕ.
Кашмаш ялĕ пĕчĕк мар. Унăн урамĕсенче тата Хуракасси выççăлккинче çĕнĕрен шыв пăрăхĕсем хурассипе харăсах икĕ проект хатĕрлеме тивнĕ. Кашмашри Мир урамĕнче тата Хуракасси выççăлккинче шыв пăрăхĕсем хурассипе «РАФСТРОЙ» ООО ĕçленĕ, ĕçсене 3 млн та 436 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ. Кашмашри Советская урам тăрăх вара шыв пăрăхĕсене «БИРСА» ООО хывнă. Ку объектра ĕçсене 4 млн та 743 пин тенкĕлĕхе яхăн пурнăçланă. Шывне ял çыннисене килĕрен кĕртсе панă, счетчиксем те вырнаçтарнă.
Ял çыннисем мĕн тунипе çырлахса ларма хăнăхман. Халĕ вĕсем пуçарулăх мелĕпех Кашмаш ялĕн масарне карта тытса анлăлатас, кунта хăтлăх ĕçĕсем туса ирттерес шухăшлă. Республика программине хутшăнма ял çыннисенчен укçа пуçтарма тытăннă ĕнтĕ. Кашмашсен çак шухăшĕ те çывăх вăхăтрах пурнăçланасси иккĕлентермест.
Вырăнти пуçлăх пуçаруллă пулни ял çамрăкĕсене те тăван тăрăха хăтлăрах тăвассипе хастарлăх кăтартма хистет пулас. Акă хăш-пĕр çĕрте çавăн пеккине те курма пулать. «Ялта пĕве çук, пушар тухас пулсан мĕн курмалла? Пĕвене пĕвелемеллеччĕ», – тесе ыйтаççĕ. Кунта вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Ял çамрăкĕсем хăйсем пуçарулăх кăтартаççĕ. Хăйсем тăрăшнипе, техника тупса хăйсен укçи-тенкипе пĕвесем пĕвелеттереççĕ, хăйсемех шыва вĕтĕ пулă ярса ĕрчетеççĕ. Çитменнине кун пек тĕслĕхсем пĕрре кăна мар. Мĕншĕн тесен пĕлеççĕ – пурнăç хăтлăхĕ такам валли мар, хăйсем валлиех, ял çыннисем валли. Сергей Павлова, Виталий Шапошникова, Владимир Романова, Евгений Петрова, Алексей Яковлева ку енĕпе ырăпа палăртмалла.
Ятманти пуçаруллă çамрăксем вара Валерий Иванов предприниматель пулăшнипе кăçал плотина хĕрринчи территорие хăтлăлатса кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Никам хушмасăрах, хăйсен пуçарăвĕпе тата тăрăшулăхĕпе. Ытти çĕрте те çук мар халĕ кун пек кану вырăнĕсем ялсенче.
Çатракасси территори пайĕнчи ял çыннисем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ. Тăван ен аталанăвĕшĕн, унăн ырлăх-пурлăхĕшĕн пĕрле тăрăшнипе пĕрлех культурăллă канма та пĕлеççĕ. Кашмашри икĕ хутлă кермен пек хăтлă Культура çурчĕ каç-каç пушă лармасть. Вырăнти «Ăраскал» пултарулăх ушкăнне, кунти халăх театрне таврара лайăх пĕлеççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе вĕсем çуллен Муркаш округĕнче пурăнакансене кăна мар, кÿршĕ округсене тухса çÿресе те савăнтараççĕ. Ытти тăрăхран та кунта концертсемпе тата спектакльсемпе вĕçĕмех килсе çÿреççĕ. Ташă-юрă ăстисем те, вырăнти артистсем те çуллен округри «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» конкурс-фестивале хутшăнса малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Сăмах май, территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина та – «Ăраскал» пултарулăх ушкăнĕн активлă членĕ. Ятман клубĕнчи «Ятман ен» пултарулăх ушкăнĕ те ырă ята тивĕçлĕ.
Ял кунĕсем, вырăнти спорт ăмăртăвĕсем епле массăллă, илĕртÿллĕ иртеççĕ тата. Ку вăл – уйрăм калаçу. Кашмашсем нумаях пулмасть ял кунне епле хаваслăн ирттерни асрах-ха. Ял çыннисем, ватти-вĕтти, хăнасем пурте тулли кăмăлпа савăннă уявра. Ытти ял кунĕсем те ку тăрăхра хаваслă иртеççĕ.
Савăк та тулăх пурнăçпа пурăннипе пĕрлех çакăн пек пурнăçа паян алла хĕç-пăшал тытса хÿтĕлекенсем пирки те манмаççĕ территори пайĕнче пурăнакансем. Ялсенче, шкулсенче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка сечĕсем çыхаççĕ, продуктсем пухаççĕ, укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Çар операцине хутшăнакан ентешсем патне малти линие гуманитари пулăшăвĕпе Надежда Никитина хăй те тăватă хут кайса килнĕ. Территори пайĕнчен 11-ĕн паян унта хăйсен çар тивĕçне пурнăçлать.
Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тесе ахаль каламан. Çавăнпах ĕнтĕ вăл иртнĕ çул ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен республика конкурсне хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Служба машинипе те территори тăрăх хăех руль умĕнче вĕçтерсе çÿрет. Кунпа пĕрлех вăл сăрă ăсти, администраци çурчĕн шалти стенисене чăн-чăн художник пекех сăрласа илемлетсе «чун кĕртнĕ». Кунсăр пуçне тата юрăсем те хайлать, сăвввисене хăех çырать, кĕввине кĕвĕлет, купăсне туртса ярать те юррине хăех шăрантарать:
«Кашмашсем, çатрасем,
выççăлккăсем, çĕньялсем,
ятмансемпе йÿтĕрсем,
çĕнкĕнерсем, шупуçсем,
Очăкасси, Йĕрĕхкасси
тата пур Торинкасси.
Пурĕ пирĕн вунпĕр ял,
Туслă пурăнар ялан».
Çатракасси территори пайĕн гимнĕ пекех янăраççĕ Надежда Никитина кĕвве хывнă юрăри çак йĕркесем.