Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем работника сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности

Хисеплĕ ял ĕçченĕсем!
Сире ял хуçалăх ĕçченĕсен тата апат-çимĕçе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çĕр ĕçĕ – чыслă та пархатарлă ĕç. Шăпах кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен ял хуçалăх ĕçченĕ çĕршыв тĕрекĕ пулса тăрать. Патшалăх та паян çак сферăра ĕçлекенсене пысăк тимлĕх уйăрать: вĕсене паракан çăмăллăхсем те хушăнсах пыраççĕ.
Кăçал та ял ĕçченĕсем, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, тухăçлă тырпул пуçтарса кĕртрĕç. Çĕрулми анисем çинче те ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Халĕ районта пахчаçимĕçе пуçтарса кĕртес ĕç пырать.
Умра вара пысăк тĕллев-обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарасси, çак отрасльте продукцие çителĕклĕ таран туса илесси. Çак тапхăра ял ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленчĕç:кăçал муркашсем республикăра чи нумай выльăх-апатне янтăларĕç.
Сире хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн тав тăватпăр. Çак çăмăл мар ĕçре малашне те сире ăнăçу сунатпăр. Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем вара яланах ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿ, юрату, тату пурнăç хуçалантăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ       А.Н. Матросов
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ           А.В. Иванов


06 октября 2023
17:08
Поделиться