Павел ИВАНОВ, Мулкачкасси ялĕн старости
Павел ИВАНОВ, Мулкачкасси ялĕн старости:
– Ял çыннисем мана хăйсен старости пулма шанчĕç. Икĕ çул ĕнтĕ çак тивĕçе пурнăçлатăп. Шанăçа вара тÿрре кăларас пулать. Пирĕн территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Юрьевна хăй питĕ активлă та пуçаруллă çын. Çавăнпа та пирĕн, старостăсен те, ăна пĕрлехи ĕçре май пур таран пулăшса пымалла тесе шутлатăп. Ялсенчи тĕрлĕ ыйтăва та пĕччен-иккĕн ниепле те татса пама май çук. Йышпа вара хальхи вăхăтра темĕн те тума пулать.
Хамăр пĕрле тăрăшнипех юлашки çулсенче пирĕн тăрăхри ялсенчи çынсен пурнăç условийĕсем лайăхланса пынине пурте куратпăр. Акă пирĕн ялта пурăнакансене шыв ыйтăвĕ вĕçĕм калаçтаратчĕ. Республика программине хутшăнса кăçал Центральная урамри шыв башнине улăштарма май килчĕ.
Пирĕн ялта пурăнакансен çитес çулхи тĕллевĕсем те пĕчĕк мар. Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе ялти шыв сечĕсене çĕнетме май килет пулĕ тесе шухăшлатпăр. Кунсăр пуçне тата çапла майпах Уралеки урамĕнче çул юсама палăртатпăр. Хамăр тăрăшуллă та пĕр шухăшлă пулсан, пĕрлехи ыйтусене татса паратпăрах.
Татах тепĕр тĕллев вăл – ял патĕнчи плотинăна юсаса йĕркене кĕртесси. Çăлта, шахтăра юсав ĕçĕсем туса ирттерес пулать. Ĕçсене пурнăçлама проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлесе территори пайĕ заявкăпа Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствине тухрĕ ĕнтĕ. Республика программине хутшăнса Чăваш Республикинчи Экологи культурин тата çут çанталăкпа тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче çак ыйтăва та татса пама май пулĕ тесе шухăшлатăп.