Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем пожилых

Хисеплĕ ветерансем, аслă ăру çыннисем!

 

 Сире пурне те  Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Эсир мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăван район аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хунă. Паян та эсир тăван тăрăхра иртекен пур мероприятисенче те, обществăлла ĕçре те хастар.  Эсир пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăратăр.  Сирĕн пуян опыт, эсир паракан сĕнÿсем пире кулленхи ĕçре пулăшса пыраççĕ.Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе хастар хутшăннăшăн.

 Эпир  вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, «вăрçă ачисене»  пире мирлĕ  пурнăç  парнеленĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Тăван Муркаш Ен малалла та аталану çулĕпе çирĕппĕн уттăр, вăйлă та тĕреклĕ пултăр тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех тума шантаратпăр.

Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр,  çывăх çыннăрсем сире савăнтарса кăна тăччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов.

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                               А.В. Иванов

 



28 сентября 2023
16:44
Поделиться
;