Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем воспитателя

Хисеплĕ воспитательсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, çак ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Ачалăх кашни çыншăн - чи телейлĕ вăхăт. Вăл ĕмĕрлĕхех асра юлать. Шăпах çак вăхăтра ача çĕннине вĕренсе аталанса пырать. Эсир вĕсене тăван тавралăха упрама, тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, ырă ĕçсем тума вĕрентетĕр. Кашни ача пултарулăхне курса, ăна малалла аталантарма пулăшатăр. Эсир вĕсене çур сăмахранах ăнланатăр, вĕсене кирлĕ вăхăтра пулăшу паратăр. Ачасем çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕ пулса ÿсчĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Тавах сире ачасене юратнăшăн, хăвăрăн ĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçланăшăн.
Муркаш тăрăхĕнче ачасене пур енлĕн аталанса ÿсме тивĕçлĕ условисем туса парас тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Ача сачĕсене юсаса хăт кĕртетпĕр, вĕсенче ăшă пултăр тесе çĕнĕ йышши котельнăйсем тăватпăр. Ялсенче ачасен площадкисене тăватпăр. Ку ĕç малалла пырать.
Сире пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ      А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ                А.В. Иванов.


27 сентября 2023
09:32
Поделиться
;