Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ
Паянхи пурнăçа иртнипе танлаштарма май çук. Ял çыннин пурнăçĕнче юлашки çулсенче питех те калăпăшлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Çакă пĕтĕмпех пирĕн пурнăçа хăтлăрах та меллĕрех тăвассипе çыхăннă. Ку вăл ăнсăртран мар. Юлашки çулсенче ял пурнăçне çĕнетсе лайăхлатассипе çĕршыв шайĕнче те, республика шайĕнче те тĕрлĕрен программăсемпе проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсене май пур таран анлăрах хутшăнни май парать те пире хамăрăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма.
Паянхи калаçу – Муркаш территори пайĕнче юлашки çулсенче туса ирттерме май килнĕ ĕçсем пирки. Калаçăва вара Муркаш муниципалитет округĕн Муркаш территори пайĕн пуçлăхне Алексей КИРИЛЛОВА чĕнтĕм.
– Алексей Николаевич, Муркаш территори пайĕ тесен пирĕн куç умне чи малтанах округ центрĕ – Муркаш ялĕ тухать. Паллă ĕнтĕ, Муркаш вăл – хамăрăн округăн сăн-сăпачĕ. Округ территорийĕнче пулса иртекен калăпăшлă улшăнусене те эпир чи малтанах Муркаш ялĕ тăрăх хаклатпăр. Мĕн калама пултаратăр юлашки çулсенче округ центрĕнче туса ирттерме май килнĕ тата халĕ туса ирттерекен хăтлăх ĕçĕсем пирки?
– Улшăнусене курас пулсан, Муркашра пулса курни те çителĕклĕ. Кирек кам та вĕсене асăрхатех. Акă пурте астăватпăр-ха 3 – 4 çул каялла Муркашри Çĕнтерÿ паркĕ мĕнле шайра пулнине. Паркра таса марччĕ, тенкелĕсем ванса пĕтнĕччĕ, йĕри-тавра тытнă карти çĕрĕшсе тÿне-тÿне кайнăччĕ.
Паян вара кунта – пачах урăхла ÿкерчĕк. «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула таврашĕ» наци проекчĕ шайĕнче Муркашри «Çĕнтерÿ паркĕ» обществăлла территорире иртнĕ çулсенче калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килчĕ. Юсав ĕçĕсене икĕ тапхăрпа туса ирттернĕ. Çавна валли федераци бюджетĕнчен 10 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Халĕ кунта пуриншĕн те хăтлă, меллĕ, илемлĕ.
Кăçал вара округ центрне хăтлăрах та илемлĕрех тăвассипе асăннă наци проекчĕ шайĕнче хăтлăх ĕçĕсем малалла тăсăлаççĕ. Ĕçсене подряд организацийĕ – «Прогресс» АК «Сывлăх» спорт шкулĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче пурнăçлать. Халĕ кунта хăтлăх ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ ĕнтĕ. Унчченхи ватă йывăçсем вырăнне çĕннисене лартса хăварасси, тенкелсем вырнаçтарасси тата ытти вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă. Çак вăхăта «Сывлăх» спорт шкулĕпе округ администрацийĕ умĕнче çутă хунарĕсем вырнаçтарнă, территорие плитка сарнă, çуран çÿрекенсем валли çулсем тунă. Асăннă площадка эстетика енĕпе пĕтĕмĕшле парк зонипе пĕр çыхăнăва пĕрлешĕ.
Çавна та каласа хăварасшăн. Округ центрĕнчи хăтлăх ĕçĕсене çитес çул малалла тăсма палăртатпăр. Çитес çул кун пек ĕçсене «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнчи пĕве патĕнчи территорире тата редакци çурчĕпе Муркаш райповĕн магазинĕ патĕнчи территорире туса ирттерме шанăç пур. Пĕр сăмахпа – Муркаш татах хăтлăланса илемленĕ, вăл округ центрĕнче пурăнакансен тата кунта килсе çÿрекенсен чун туртнă вырăнĕ пулса тăрĕ.
«Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ шайĕнче пĕлтĕр республика пĕлтерĕшлĕ «Козьмодемьянск – Муркаш – Автанкасси» çулăн Муркаш витĕр иртекен участокне тĕпрен юсарĕç. Çакă та Муркашра пурăнакансен хăтлăхĕпех çыхăннă тесе шутлатăп. Çитменнине çакă автомашинăпа çÿрекенсемшĕн кăна пĕлтерĕшлĕ мар, кунпа пĕрлех йĕркеллĕ çул пулни çул çинчи хăрушсăрлăхпа та çыхăннă.
Муркаш район тĕп больницинче калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Сиплев çуртне тулашĕнчен кăна хитрелетсе илемлетмен, шалта та капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Муркаш райповĕ хăйĕн магазинĕсене çĕнетет. Çитес вăхăтрах Муркашра çĕнĕ поликлиника та, культурăпа кану центрĕ те тума пуçăнмалла. Çавăнпа та çирĕплетсех калама пулать: юлашки çулсенче округ центрĕнче хăтлăх ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ, татах калăпăшлăрах ĕçсем вара малта-ха.
– Юлашки çулсенче ялсенче республикăн пуçарулăх бюджечĕн программи анлă çул тупрĕ. Республика пулăшнипе тата çынсем хăйсем хутшăннипе çапла майпа вырăнсенче инфраструктурăна аталантарассипе чылай калăпăшлă ĕç туса ирттерме май çитереççĕ. Сирĕн тăрăхри ялсенче ку енĕпе лару-тăру мĕнле-ха?
– Тÿрех каласа хăварнă пулăттăм. Пирĕн тăрăхра пуçаруллă та хастар çынсем пурăнаççĕ. Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе туса ирттерекен ĕçсем вĕсем – шăпах ĕнтĕ кашнин пуçарулăхĕпе çыхăннисем. Çынсем ăçта мĕнле ĕçсем туса ирттерессине пĕрле канашласа хăйсем палăртаççĕ, çавна валли кирлĕ укçа-тенкĕн пĕр пайне те хăйсем пухаççĕ.
Кăçал кун пек проектсене харăсах 5 палăртса хутăмăр. Муркашри Парковая урамра парковка вырăнĕсем йĕркеленĕ. Ĕçсене «ЧЕБРЕГИОНСТРОЙ» чикĕллĕ яваплăхлă общество туса ирттерчĕ. Объекта йышăннă ĕнтĕ.
Кунсăр пуçне икĕ проектпа Шаптак ялĕнчи Новая Центральная урамра тата Молодежная урамра çулсене вак чул сарса тикĕслерĕмĕр. Çул-йĕр юсав ĕçĕсене Владимир Александров уйрăм предприниматель строителĕсем туса ирттерчĕç. Новая Центральная урамра ĕçсене 1 млн та 14 пин тенкĕлĕх, Молодежная урамра 708 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттернĕ.
Çурлатри ялĕнче пурăнакансем уйрăмах активлăхпа палăрса тăнине асăнса хăварнă пулăттăм. Вĕсем хăйсем хутшăннипе пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе кăçал Речная урамри пĕвене тасатса тирпейлес, кунти территорие хăтлăлатас, пушар машинипе шыв илмелли вырăн йĕркелес шухăшлă пулчĕç. Аукционпа кунти ĕçсене пĕтĕмĕшле 1 млн та 868 пин тенкĕлĕх ытла палăртнăччĕ. Çавна май 10 процент шучĕпе ял çыннисен хăйсен 186 пин тенкĕ пухма тиврĕ. Апла пулин те çынсем çакă пĕтĕмпех хăйсемшĕн пулнине тĕрĕс ăнланчĕç. Çавна май укçине те пуçтарчĕç, ĕçсене туса ирттерме те пулăшса пычĕç. Çак вăхăта кунта тĕп ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ, шыв юхса тухмалли пăрăхсем вырнаçтарасси кăна юлнă.
«Проблемăллă» объект та пулмарĕ мар. Ун пирки те асăнса хăварма тивет. Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпех кăçал Муркашри Пионерская урамра çула юсама палăртнăччĕ. Ĕçсене 732 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттермеллеччĕ. Анчах та подрядчик – «СТРОЙКОМ» чикĕллĕ яваплăхлă общество ĕçсене пуçăнма васкамарĕ, вăхăт иртсе пырать. Çавăнпа та строительство организацийĕ тĕлĕшпе претензи ĕçĕсем пуçарма тиврĕ. Апла пулин те çавна каласа хăварасшăн. Çул юсама ял çыннисем пуçтарнă укçа-тенкĕ ниçта та çухалмасть. Ĕçсене туса ирттерме май килетех тесе шухăшлатăп.
– Алексей Николаевич, сăмах Муркаш пиркиех. Юлашки вăхăтра Муркашри Октябре 50 çул урамра хăтлăх ĕçĕсем самай туса ирттерчĕç. Халĕ кун пек ĕçсем Парковая урамра пыраççĕ. Вĕсем пирки мĕн каласа пама пултаратăр?
– Асăннă урамсенчи хăтлăх ĕçĕсене республикăн «Хăтлă хула тăрăхĕ йĕркелесси» проекчĕ шайĕнче туса ирттеретпĕр. Октябре 50 çул урамра нумай хваттерлĕ 14-мĕш, 12-мĕш тата 10-мĕш çуртсем патĕнче ĕçсем пурнăçланă. Хăтлăх ĕçĕсене Петр Краснов уйрăм предприниматель строителĕсем туса ирттерчĕç. Çавна валли республика бюджетĕнчен 2 млн та 69 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 155 пин тенкĕ уйăрнă. Ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Тротуарсене çĕнĕрен сарнă тата юсанă, бордюрсем вырнаçтарнă, ытти ĕçсене пурнăçланă.
Халĕ вара кун пек ĕçсенех Парковая урамра туса ирттеретпĕр. Хăтлăх ĕçĕсем 1-мĕш, 3 «а» тата 3-мĕш, 5 «а» тата 5-мĕш çуртсем патĕнче пыраççĕ. Кунта «Озон» оперштаб ООО строителĕсем тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе унччен Парковая урамра йĕркеллĕ тротуарсем те, бордюрсем те пулман. Халĕ кунта автомашина çулĕсене те анлăлататпăр, тротуарсене çĕнĕрен сарса бордюрсемпе чикĕлетпĕр, парковка вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Ĕçсене пĕтĕмĕшле 6 млн та 443 пин тенкĕлĕх туса ирттерме пăхнăччĕ пулсан, ĕçсен калăпăшĕ пысăккине кура татах 863 пин тенкĕ хушса уйăрса панă.
Çавна та каласа хăварасшăн. Кун пек хăтлăх ĕçĕсенех кăçалах Ленин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 28-мĕш, 26-мĕш, 30-мĕш, Хĕрлĕ тÿремри 6-мĕшпе 4-мĕш çуртсем патĕнче те туса ирттерме палăртнă. Ĕçсене асăннă организациех туса ирттерĕ.
Восточная урамри нумай хваттерлĕ çуртсем валли çĕнĕ канализаци системи тăвас ĕçсем пыраççĕ. Биологи мелĕпе тасатмалли блок системине хута ярассипе «ТЕПЛОСТРОЙ 21» ООО ĕçлет.
Пĕр сăмахпа, Муркашра пурăнма малашне татах хăтлăрах та меллĕрех пулĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Хăтлăх ĕçĕсене паян та сахал мар туса ирттеретпĕр, малашне те вĕсем калăпăшлă пулса пырĕç.