Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем финансиста

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем финансиста

Хаклă финансистсем тата çак ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире хăвăрăн професси кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сирĕн ĕç çав тери яваплă. Укçа-тенкĕне бюджета пуçтарма кăна мар, унпа мĕнле усă курассине палăртма та, ăна пĕлсе пайлама та çăмăл мар. Çав вăхăтрах унпа эффективлă усă курассине те йĕркелесех пымалла. Çапла майпа эсир округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи задачăсене вăхăтра тата тĕрĕс татса пама пулăшатăр.

Пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, телей тата тулли пурнăç сунатпăр, тав сăмахĕ калатпăр.

 

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

округ Пухăвĕн председателĕ                                          А.В. Иванов



08 сентября 2023
10:06
Поделиться
;