Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем знаний

 Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ -  кашни çыншăн чуна çывăх, кĕтнĕ уяв. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем  ĕмĕрлĕх асра юлаççĕ. Кăçал вара  Муркаш тăрăхĕнче пурĕ 3145  ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 279-шĕ вара  шкул  алăкне пĕрремĕш хут уçать. Эсир вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр   тесе тăрăшатăр.

Хамăр округра вара ачасем анлă тавракурăмлă пулччăр, тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Вырăнти бюджетăн ытларах пайĕ шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять. Шкулсемпе ача сачĕсене  çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме кăна кăçал  вырăнти бюджетран  10 млн. тенкĕ ытла  укçа уйăртăмăр. Унсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул территорине хăт кĕртрĕмĕр.Унта халĕ паянхи кун ыйтакан спорт  площадкисем те пур. Çакна валли пурĕ  22 млн. тенкĕ тухса кайрĕ пулсан, вăл шутран 1,5 млн. тенки – вырăнти бюджетран. Çавăн пекех шкул автобусĕсене çĕнетес, столовăйсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать.

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене юратнăшăн, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем ытларах пулччăр. Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ                              А.Н. Матросов

 

Депутатсен Муркаш муниципаллă

 округ Пухăвĕн председателĕ                                          А.В. Иванов 



31 августа 2023
16:26
Поделиться
;