Моргаушский муниципальный округ

Владимир Николаевич МАЛОВ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ертÿçи, депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ

Владимир Николаевич МАЛОВ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин ертÿçи, депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ

Владимир Николаевич МАЛОВ, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин
ертÿçи, депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн депутачĕ:

– Ырă туни ырăпах таврăнать. Çак чăнлăха яланах асра тытатпăр. Ыр кăмăллăх акцийĕсене, пулăшу ĕçне-хĕлне хутшăнасси пирĕн патра яланхи ырă йăлара. Ку енĕпе Катькас территори пайĕпе яланах пĕрле çыхăнса ĕçлесе пыратпăр. Ял çыннисен пурнăç хăтлăхĕн ыйтăвĕсене пĕрле татса пама тăрăшатпăр.

Ытларах чухне ку ыйтусем – ялсенчи çулсене юсассипе, çынсен шыв ыйтăвне татса парассипе, урамсенчи çутă хунарĕсене йĕркене кĕртессипе, ытти хăтлăх ĕçĕсем туса ирттерессипе çыхăннисем.

Май килнипе 2022 çулта та вырăнти ыйтусене татса пама тĕрлĕрен пулăшу мелĕпе 1 млн та 740 пин тенкĕлĕх тивĕçтертĕмĕр. Кораккасси ялĕ валли шыв уçламалли башня туянма округăн Катькас территори пайне 150 пин тенкĕ уйăрса патăмăр. Иртнĕ çул Шомикри тата Шатракассинчи тĕп шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесе çитерме спонсорла пулăшупа тивĕçтернĕччĕ. 100 ача валли шкул хатĕрĕсем туянса патăмăр. Çавăн пекех строительство материалĕсем, столовăй валли чашăк-тирĕк тата ытти хатĕр туянса парса пулăшрăмăр.

2022 çултах Катькас, Шомик, Шатракасси, Кораккасси, Чурикасси ялĕсен урамĕсенче вырнаçтарма çутă диочĕн хунарĕсене 52 штук туянса панă. Ял çыннисем питĕ кăмăллă, тав сăмахĕ калаççĕ. Катькасри ача садĕнче вара предприяти шучĕпе çĕнĕ чÿречесем вырнаçтарса патăмăр.

Иртнĕ кĕркунне Шатракасси садне тĕпрен тасатса хăт кĕртнĕ. Тĕрлĕ хăрăк-марăка пуçтарса тухнă. Кăçалтан кунти сад хăйĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕ. Вăл хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать кăна мар, çавăн пекех ял çыннисене те кунта халĕ уçăлса çÿреме илĕртÿллĕ. Шатракасси клубĕн крыльцине юсаса патăмăр.

Катькас территори пайне ял кунĕсене йĕркелесе ирттерме вĕçĕмех пулăшма тăрăшатпăр. Çынсен тухăçлă ĕçлеме кăна мар, çавăн пекех культурăллă та хаваслă канма та майсем пулмалла тесе шутлатпăр.

Учитель кунне пурте пĕрле савăнăçлăн уявланăччĕ. Çавна май Катькас территори пайĕнчи вĕрентекенсем валли уяв йĕркелесе патăмăр. Вăл кăмăллă та хаваслă пулчĕ. Территорири ачасем – пысăк тимлĕхре. Вĕсем валли пысăк уяв мероприятийĕсем Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра июнĕн 1-мĕшĕнче те, Çĕнĕ çул умĕн те çуллен йĕркелеме тăрăшатпăр. Çĕнĕ çул уявне ачасем валли аниматорсемпе йĕркелетпĕр. Çакă ырă йăлана кĕрсе пырать ĕнтĕ. Шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем валли предприятире экскурсисем тăтăшах йĕркелетпĕр. Пĕлетпĕр, вĕсем – пирĕн малашлăх, пирĕн пуласлăх.

Хальхи вăхăтра Украина территорийĕнче ятарлă çар операцийĕ пырать. Пирĕн ентешсем те унта хутшăнаççĕ. Мобилизаци йĕркипе унта хутшăнакансене пулăшассинчен чăх-чĕп фабрики те айккинче юлмасть. Хамăрăн салтаксене пулăшмалли «Пĕрле» фонда 200 пин тенкĕ куçарса парса пулăшрăмăр.

Пĕтĕмĕшле вара юлашки икĕ çул хушшинче пирĕн предприяти тивĕçтернĕ спонсорла пулăшу виçи 12 млн та 700 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вырăссен лайăх каларăш пур, «Да не оскудеет рука дающего». Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Пулăшни вăл – ырă туни. Ырă туни вара ырăпах таврăнать. Çакă пĕтĕмпех хамăр çынсен пурнăçне хăтлăрах, меллĕрех тăвассипе çыхăннă.



;