Моргаушский муниципальный округ

Михаил БЫЧКОВ, «Юман» ООО ертÿçи, депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕ

Михаил БЫЧКОВ, «Юман» ООО ертÿçи, депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕ

Михаил БЫЧКОВ, «Юман» ООО ертÿçи, депутатсен Муркаш округ
Пухăвĕн депутачĕ:

– Пĕрремĕш созыв кăна мар ĕнтĕ мана вырăнта пурăнакан ял çыннисем район, халĕ округ шайĕнчи депутата суйлаççĕ. Иртнĕ çулхи суйлавра та 7-мĕш Ильинка суйлав округĕпе депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç. Депутатăн пĕрремĕш тивĕçĕ вара шанăçа тÿрре кăларасси, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçлассишĕн çине тăрса тăрăшасси тесе шутлатăп.

Юлашки çулсенче çынсен пуçарулăхне тĕпе хурса вырăнти инфраструктурăна аталантарассин программи – пуçарулăх бюджечĕн программи пирĕн патра та анлă çул тупрĕ. Çапла майпах кăçал Тяпакассинче шыв башни туса лартма май килчĕ. Александр Пагеев, Екатерина Данилова активистсем, Клавдия Сенькова староста питĕ тăрăшрĕç. Эпĕ те хам тÿпене хыврăм, кунта вырнаçтарма тимĕр-бетон ункă туянса патăм.

Тĕрлĕрен мероприяти ирттересси укçа-тенкĕсĕр пулмасть. Май çитнипе шкула, ыттисене ку енĕпе пулăшма тăрăшатăп. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн шкул команди валли футболкăсем 10 пин тенкĕлĕх туянса панăччĕ. Балл ташшисен конкурсне хутшăнма та шкулта вĕренекенсем валли 8 комплект платье туяннă. Сăмах май, пирĕн шкул ташăçисем округра мала тухма пултарчĕç, республикăра та призлă вырăн йышăнчĕç.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан хамăр яшсене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерсех тăратпăр. Кашнин пулăшăвĕ, пысăках мар пулин те, пĕрле вара самай пысăк ыйтусене татса пама май çитеретпĕр. Фронтри ентешсем валли çапла майпа квадрокоптер та туянса ăсатнăччĕ.

Ял кунĕсем, спорт ăмăртăвĕсем пирĕн патра çÿллĕ шайра иртеççĕ. Нумаях пулмасть Васильевка выççăлккин кунне хаваслă ирттертĕмĕр. Хĕлле вара «Юман» ООО парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттеретпĕр. Мала тухнисене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чыслатпăр.

Лариса Раскова, Раиса Витлейкина, Александр Смирнов, Владимир Ильин старостăсене, Алексей Вальков активиста палăртса хăварасшăн. Пĕрлехи ĕçшĕн вĕсем чăннипех çунса тăраççĕ.

Малашлăх плансем татах çук мар. Çĕнĕ масар патне çул тăвасшăн. Проектпа смета докуменчĕсене тутартăм ĕнтĕ. Ыйтăва пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе çитес çул татса пама шутлатпăр.