Моргаушский муниципальный округ

Марина СОКОЛОВА, территори пайĕн пуçлăхĕ

Марина СОКОЛОВА, территори пайĕн пуçлăхĕ

Марина СОКОЛОВА, территори пайĕн пуçлăхĕ:

- Территори пайĕн территорийĕнче 17 ялĕ Сахалах мар. Çавна май вырăнсенче татса памалли ыйтăвĕсем те сахалах мар тупăнаççĕ. Апла пулин те юлашки çулсенче республикăра ял çыннисен пурнăç хăтлăхне лайăхлатса пырассипе тĕрлĕрен программăпа проектсем пурнăçа кĕме тытăнни ку тĕлĕшпе пирĕншĕн пысăк тĕкĕ пулчĕ.

Пуçарулăх бюджечĕн программинех илерĕ 2017 çулта вăя кĕнĕ республика программине хутшăнса юлашки çулсенче ялсенче мĕн чухлĕ ыйтăва татса пама пултармарăмăр пулĕ. Халĕ те асăннă программăна çынсем активлă хутшăнаççĕ. Çуллен çапла майпа 3 – 4 объектра ĕçсем туса ирттеретпĕр. 2021 çулта 4 проект, 2022 çулта 3 проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Кăçал валли те республика комиссийĕ пирĕн 3 проекта йышăннă.

Тĕрĕссипе çак вăхăта эпир ку объектсенчи ĕçсене вĕçлерĕмĕр те ĕнтĕ. Хунтăкасси ялĕнче Лесная, Садовая урамсенче тата Зеленый тăкăрлăкра çула вак чул сарса хытарнă, çиелтен асфальт ванчăкĕ сарса тикĕслесе пусăрăнтарнă. «КАРЬЕРСТРОЙ» ООО ĕçсене пахалăхлă пурнăçларĕ, ял çыннисем питĕ кăмăллă.

Макаçи ялĕнчен Колхозная тата Волжская урамсем урлă тухмалли çула та çапла майпах юсама май килчĕ. Тяпакасси ялĕнче вара хăйсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан шыв ыйтăвне татса пачĕç – шыв уçламалли çĕнĕ башня лартрĕç.

Шыв ыйтăвне татса парассипе кунпа пĕрлех пирĕншĕн Чăваш Республикин Строительство министерствин «Модернизация и развитие сферы ЖКХ» программи пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Программăна хутшăнса 2021 çулта Мемеккассинче, 2022 çулта Мăн Шашкарта тата Вăрманкассинче шыв башнисене улăштартăмăр. Кăçал кун пек ĕçсене Апчарта тата Хопкĕперте туса ирттеретпĕр. Хопкĕперте паянхи куна çак ĕçсем пуçăннă ĕнтĕ.

Культура пурнăçĕнче те юлашки çулсенче лайăх улшăнусем пулса иртни курăнатьĕ «Культура малой Родины» проектпа Апчар клубĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Çак вăхăта строительсем маччана ăшă тытмалла туса йĕркене кĕртрĕç, пластик чÿречесем лартрĕç. Тулашĕнче те ĕçсем туса ирттермелле.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Развитие системы первичного звена здравоохранения» регион проекчĕпе кăçал Мăн Шашкарта çĕнĕ ФАП хута яма палăртатпăр. Апла пулсан çывăх вăхăтрах ку тăрăхра пурăнакансене вырăнта медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси самай лайăхланĕ.

Ырă чунлă хастар ĕçченсене, старостăсене, ял активисчĕсене, спонсорсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Пĕрлехи ыйтусене пĕччен-иккĕн кăна ниепле те татса пама май çук. Ял старостисем Владимир Ильин, Галина Овчинникова, Лариса Раскова, Валентин Данилов, Клавдия Сенькова, депутатсен округ Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков яланах территори пайĕпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсене кирек хăçан та шанма пулать.

Александр Колбасов уйрăм тав сăмахне тивĕç. Хăйĕн пуçарулăхĕпе, хăй тăрăшнипе Ильинкăра çынсене çуран каçса çÿреме питĕ илемлĕ икĕ кĕпер туса пачĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси пирĕн таса тивĕç пулса тăчĕ. Çынсем укçа-тенкĕпе те, тĕрлĕ хатĕрпе те, çимĕçпе те пулăшма тăрăшаççĕ. Тренккă культура çуртĕнче, Вăрманкасси клубĕнче тата Мăн Шашкар ялĕнче маскировка сечĕсем çыхаççĕ. Ку ĕçсене Ирина Мочалова, Людмила Жигалова, Лариса Таймаскина йĕркелесе пыраççĕ.



;