Моргаушский муниципальный округ

Клавдия СЕНЬКОВА, Мăн Сĕнтĕрти «Дружба» магазин сутуçи, Тяпакасси ялĕн старости

Клавдия СЕНЬКОВА, Мăн Сĕнтĕрти «Дружба» магазин сутуçи, Тяпакасси ялĕн старости

Клавдия СЕНЬКОВА, Мăн Сĕнтĕрти «Дружба» магазин сутуçи, Тяпакасси ялĕн старости:

– Хальхи вăхăтра ялта шывсăр ларасси мĕн иккенне çакна туйман-курман çын та ăнланатех пулĕ. Ыттисĕр епле те пулин чăтса-тÿссе пурăнма пулатех пулин те, шывсăр май çуках. Ĕçме-çиме те куллен кирлĕ, хуçалăхра та, выльăх-чĕрлĕхĕ валли те, пахча ĕçĕсенче те. Эпир вара çакна пĕтĕмпех тÿссе курнă темелле. Çулла кăна мар, хĕл кунĕсенче шывсăр тертленеттĕмĕр.

Тĕрĕссипе шыв башни те пулман. Ун вырăнне ял патĕнче пысăк шыв пички вырнаçтарнăччĕ. Шыв яла пăрăхпа çавăнтан пырса тăратчĕ. Хĕл кунĕсенче вара пичкери шыв шăнса ларать. Çавăнпа та насуспа шыва тÿрремĕн шыв пăрăхне уçлатчĕç. Ял хушшипе хурса хăварнă пăрăхĕ те хавшакланса çитнĕччĕ ĕнтĕ.

Пĕлтĕр ял çыннисемпе пухăнса çакăн пек йышăну турăмăр: епле пулсан та шыв ыйтăвне пĕрле татса парасах пулать. Малашне кун пек пурăнма май çук. Çапла вара ял çыннисенчен укçа пуçтарса ял хушшипе пăрăх траншейи чавтартăмăр, хамăр укçапа туянса пăрăх хурса хăвартăмăр, килĕрен шыв кĕртсе патăмăр.

Кăçал ял пуçĕнче çĕнĕ шыв башни лартас терĕмĕр. Ĕçсене пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе туса ирттерме май килчĕ. Ĕçсен аукциона тăратнă хакĕ 1 миллион çурă тенкĕрен те иртетчĕ. Контракт хакĕ 1,35 млн тенкĕлĕхе яхăн пулчĕ. Строительство ĕçĕсене «ТЕХЭНЕРГОКОМПЛЕКТ» ООО строителĕсем вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттерчĕç.

Ĕçсем пынă чухне те ял çыннисене шывсăр лартман. Яла шыв йĕркеллĕ парса тăнă. Халĕ пĕр уйăх ытла ĕнтĕ эпир ялта шыв енчен çăтмахри пекех пурăнатпăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Çĕнĕ шыв башни лартрăмăр пулин те, унчченхи шыв пичкине те хăйĕн вырăнĕнчех хăварас терĕмĕр. Çу кунĕсенче унта запасра шыв тытма йышăнтăмăр. Пушартан асăрханассипе те çакă ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр.