Моргаушский муниципальный округ

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем семьи, любви и верности

Поздравление главы Моргаушского муниципального округа Алексея Матросова и председателя Собрания депутатов Моргаушского муниципального округа Александра Иванова с Днем семьи, любви и верности

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Çак  уяв пире çемье, тăван кил ăшши кашни çыншăн мĕн тери хаклă пулни  çинчен тепĕр хут асилтерет. Мăшăрсем пĕр-пĕрне юратни, пĕр-пĕрне шанни вара телейлĕ çемье никĕсĕ пулса тăраççĕ. Килте юратупа килĕшÿ пулсан, пĕр -пĕрне ăнлансан,  ĕç те  ăнать, ĕç хыççăн килех чун туртать.  Телейлĕ çемьере вара ачасем те телейлĕ, чăн-чăн çын пулса ÿсеççĕ.

Ĕмĕр сакки сарлака, тем те курăн пурнăçра, тенĕ ваттисем.   Пĕр-пĕрне юратнипе, хисепленипе пĕрлех йăнăшсемшĕн  каçарма   та пĕлмелле пирĕн. Пĕрле чухне йывăрлăхсене  çĕнтерме  те çăмăлтарах. Çак уява халалланă Петрпа Февроний пек  пурин те ĕмĕр тăршшĕпех  пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнасчĕ.

Пирĕн хушăра урăх çемьесенчи ачасемшĕн тăван   ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă  мăшăрсем те сахал мар.  Вĕсене уйрăмах тав сăмахĕсене  калас килет.

Çамрăк çемьесене вара пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕр юратса, пурăнакан мăшăрсем пек юратăва, çемье ăшшине упрама сĕнес килет. 

Пурин те  сирĕн сывлăхăр çирĕп  пултăр, ĕмĕрĕр вăрăм  та телейлĕ килтĕр. Ĕçĕрсем  те ăнсах пыччăр. Инкек-синкек сирĕн çывăха та ан пытăр.



06 июля 2023
10:12
Поделиться